Чӑваш Енӗн Культура министерствине пӑхӑнса тӑракан «Культура эткерлӗхне хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ» патшалӑх учрежденийӗн директорне Александр Ипатьева ӗҫрен кӑларнӑ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ. Ҫавна май Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пысӑк мероприяти пулса иртнӗ. Унта тӗрлӗ пултарулӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ кӑна мар, сусӑрсене еплерех пулӑшма май пурри ҫинчен каласа кӑтартакан кӗтессем йӗркеленӗ.
Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра республикӑн ӗҫ министрӗ Алена Елизарова, культура министрӗ Светлана Каликова, Николай Владимиров сенатор тата ыттисем хутшӑннӑ.
Сусӑр пулсан та тӗлӗнсе каймалла тӗрлӗ енӗпе ӑста ачасемпе аслисен пултарулӑхӗпе те паллашма май килнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче бухгалтер учёчӗн тата ревизи пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ пулнӑ Галина Смелова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Галина Александровна министерствӑра 17 ҫул, 1991 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен, тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн Культура минситерствин Хисеп грамотине те тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтерне тӑрӑх, Галина Александровна яланах пысӑк профессионал та ӗҫчен ҫын пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Мероприятие коллеги членӗсем, министерствӑн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, районсемпе хуласен администрацийӗсен культура пайӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Ларӑва культура министрӗ Светлана Каликова уҫнӑ.
Вӑл «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнисене саламланӑ. Ҫав йыша — Шупашкар муниципаллӑ округӗн Тӗп культура центрӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева; Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗн «Ветеран» халӑх хорӗн хормейстерӗ Светлана Муллина; Комсомольски округӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина.
Юпа 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ актер, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ аст каҫӗ иртнӗ.
Чаплӑ мероприятие актерӑн асӑну хӑми патне чечек хунинчен пуҫланнӑ, унта театр актерӗсем, журналистсем, тӑванӗсем театрта пухӑннӑ. Виктор Родионовӑн пултарулӑх биографийӗ Чӑваш драматрӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Вӑл республикӑри театр искусствин историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.
Аса илӳ каҫне тӳре-шараран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ.
2023-2024 ҫулсенчи пултарулӑх сезонӗнче Чӑваш Енри патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсем 58 премьера лартнӑ. Ҫав учрежденисене 821,6 пин ҫын пырса курнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, куракансем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ спектакльсемпе концертсене, Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке», Марина Карягинӑн «Ҫӗн Кун Ачи» ӗҫӗсемпе лартнӑ спектакльсене, Юрӑпа ташӑ ансамблӗн «Ҫул хыҫҫӑн ҫул, 100 ҫул ӑнӑҫлӑ иртнӗ» программӑна уйрӑмах килӗштенӗ.
Шупашкара Сахалинти театр килӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен вӑл пирӗн патра пулман.
Юпа уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче театр «Пысӑк гастроль» проектпа килӗшӳллӗн килӗ. Ӑна Росконцерт ҫӗршывӑн Культура министерствин гастрольпе концерт планне тӗе хурса йӗркелет.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗн сцени ҫинчи аякри хӑнасем «Золотой Цыпленок», «Убить Бобрыкина» и «Расскажи мне про Красную Шапочку» спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Литература Чӑваш Енӗ: 2023 ҫулти кӗнеке конкурс» ирттерет. Фестиваль-конкурса йӗркелеме Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшать. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хутшӑнать.
Конкурса ҫак номинацисемпе ирттереҫҫӗ: «Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки (гуманитари енӗпе)»; «Тӑван тӑрӑх ҫинчен чи лайӑх кӗнеке»; «Илемлӗ прозин чи лайӑх кӗнеки», «Чи лайӑх поэзи кӗнеки», «Ачасемпе ҫамрӑксем валли чи лайӑх кӗнеке», «Чи хитре илемлетнӗ кӗнеке», «Чи вулакан кӗнеке».
Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музейра «Человек, сломавший пространство» (чӑв. Уҫлӑха уҫнӑ ҫын) курав уҫӑлӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, музей-ҫуртра ӗнер культура министрӗ Светлана Каликова пулнӑ.
Музей-ҫурт Николай Лобачевский вырӑс математикӗ 1848-1856 ҫулсенче пурӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. 1994 ҫулта унта музей уҫнӑ. Вӑл федераци пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ тата истори палӑкӗ шутланать.
Икӗ ҫул каялла унта «Уҫлӑха уҫнӑ ҫын» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Экспозицие кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫӗҫ.
Музея техника енчен пуянлатма федераци бюджетӗнчен 5 миллион тенкӗ, республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Енри артистсене пули-пулми тумланса тухма чарӗҫ. Дресс-кода тӗрлӗ ҫулхисем валли ирттерекен мероприятисен вӑхӑтӗнче пӑхӑнмалла. Кунта сӑмах тӗпрен илсен патшалӑхӑн тата муниципалитетсен площадкисенчеи мероприятисем пирки пырать.
Ҫӗнӗлӗх ҫинчен Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ирина Филатова Телеграмра пӗлтернӗ.
Раҫҫейӗн Культура министерстви сцена ҫине тухакан артистсен килӗшӳллӗрех пулмалли пирки сӗнсе регионсене ҫыру янӑ. Сӗнӗве Раҫҫейӗн 12 регионӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, шута илме йышӑннӑ та. Хӑш-пӗр регионта (сӑмахран, Белгород облаҫӗнче) мероприятисен репетицине тӳре-шара хутшӑнать, артистсем сцена ҫине епле тухнине хаклать. Ун пек мелпе Байкал тӑрӑхӗнче, Калуга тата Волгоград облаҫӗсенче те усӑ курма тытӑнасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |